Выбор основного перевода
Открыть комментарий или сравнить с другим переводом
Выбор книги основного перевода
От Луки
Параллельные места
Турӑ Ывӑлӗ Иисус Христос ҫинчен пӗлтерекен Ырӑ Хыпар пророксем ҫырса хӑварнӑ пекех пуҫланать: «Акӑ Эпӗ Сан умӑнтан Хамӑн хыпарҫӑна яратӑп, вӑл Сан валли ҫул хатӗрлесе хурӗ». «Пуш хирте чӗнекенӗн сасси илтӗнет: „Хуҫа Турӑ валли ҫул хатӗрлӗр, Вӑл утас ҫулсене тӳрлетӗр!“» Чуллӑ ҫӗре ӳкни вара ҫакӑн пеккисене пӗлтерет: вӗсем Турӑ сӑмахне илтсен хавасланса йышӑнаҫҫӗ, анчах та хӑйсем тымарсӑр. Унашкаллисем пӗр вӑхӑт ӗненсе пурӑнаҫҫӗ, анчах та тӗрӗслев вӑхӑтне тӳсеймесӗр ӗненме пӑрахаҫҫӗ. Пулӑхлӑ ҫӗр ҫине ӳкни ҫакӑн пеккисене пӗлтерет: вӗсем илтнӗ сӑмаха ырӑ та таса чун-чӗрере упраҫҫӗ, тӳсӗмлӗ пулса тулли пучах кӑлараҫҫӗ». Эсир те Ман ҫинчен ҫирӗплетсе пӗлтерекенсем пулӑр, мӗншӗн тесен эсир мӗн пуҫламӑшӗнченех Манпа пӗрле». Эпир хамӑр вара ялан кӗлтуса, Турӑ сӑмахне вӗрентсе пурӑнӑпӑр». Тӗрлӗ ҫӗре саланнӑ ӗненекенсем ҫав хушӑра Турӑ сӑмахне вӗрентсе ҫӳренӗ. Стефана вӗлернӗ вӑхӑтранпах хӗсӗрленӗ пирки тарса-саланса кайнӑ ӗненекенсем Финики таранах, Кипрпа Антиохи таранах ҫитнӗ. Вӗсем Турӑ сӑмахне иудейсемсӗр пуҫне урӑх никама та вӗрентмен. Эпӗ хам та чиркӳ пуҫлӑхӗ, Христос асапӗсене куҫӑн кураканӗ. Вӑл тепре килсессӗн Унӑн мухтавне тивӗҫес ҫын пулнӑ май, сирӗн чиркӳ пуҫлӑхӗсене йӑлӑнсах калатӑп: Эпир сире Иисус Христос Хуҫамӑрӑн хӑвачӗ ҫинчен, Вӑл килни ҫинчен юмах юптарса мар, Унӑн аслӑлӑхне хамӑр куҫпа хамӑр курнӑран каласа патӑмӑр. Эпир сирӗн патӑра чӑн малтан пуҫласах пулни ҫинчен, хамӑр илтни ҫинчен, куҫӑмӑрсемпе курни ҫинчен, аллӑмӑрсемпе тытса пӑхни ҫинчен – чӗрӗлӗх паракан Сӑмах Турӑ ҫинчен – ҫырса пӗлтеретпӗр. эпир ҫав тери аслӑ ҫӑлӑнӑҫшӑн чуна парса тӑрӑшмасан пире айӑплав пулмӗ-и? Ҫӑлӑнӑҫ хыпарне чӑн малтан Хуҫамӑр ӳкӗтлесе вӗрентнӗ, Хӑйӗнчен илтекенсем каласа пани пирӗн ӑшра ҫав хыпара тӗреклетнӗ.
Выбор основного перевода