Выбор основного перевода
Открыть комментарий или сравнить с другим переводом
Выбор книги основного перевода
1 2 3 4 5 6 7 8 9 10 11 12 13 14 15 16 17 18 19 20 21
Параллельные места
Кимӗ ҫинчисем Ун патне пырса, пуҫҫапса ҫапла каланӑ: «Эсӗ чӑнах та Турӑ Ывӑлӗ!» «Эсӗ – Чӗрӗ Туррӑн Ывӑлӗ, Христос», – тавӑрнӑ вара Петр текен Симон. «Эй, Назарет Иисусӗ! Санӑн пирӗнпе мӗн ӗҫ пур ара? Эсӗ пире пӗтерме килнӗ! Эсӗ камне эпӗ пӗлетӗп. Эсӗ – Туррӑн Святойӗ!» «Эсир хӑвӑр вара Мана Кам вырӑнне хуратӑр?» – ыйтнӑ вӗсенчен Иисус. «Эсӗ – Турӑ Суйласа илни, Христос», – тавӑрса каланӑ Ӑна Петр. «Эй, Назарет Иисусӗ! Санӑн пирӗнпе мӗн ӗҫ пур ара? Эсӗ пире пӗтерме килнӗ. Эсӗ камне эпӗ пӗлетӗп: Эсӗ – Туррӑн Святойӗ!» Иисус вӗсенчен ҫапла ыйтнӑ: «Эсир хӑвӑр Мана Кам вырӑнне хуратӑр?» «Эсӗ – Турӑ Суйласа илни, Христос», – тавӑрса каланӑ Петр. «Равви! Эсӗ – Турӑ Ывӑлӗ, Эсӗ – Израиль Патши», – тенӗ Нафанаил. «Ӗненетӗп, Хуҫамӑр! – тенӗ Ӑна Марфа. – Эсӗ тӗнчене килмелле тенӗ Турӑ Ывӑлӗ Христос пулнине ӗненетӗп».
Выбор основного перевода