Выбор основного перевода
Открыть комментарий или сравнить с другим переводом
Выбор книги основного перевода
1 2 3 4 5 6 7 8 9 10 11 12 13 14 15 16 17 18 19 20 21
Параллельные места
Вӑл чирлисене сыватса хӑват тунине курнӑ халӑх Ун хыҫӗнчен йышлӑн пынӑ. Каҫ пулсан Унӑн вӗренекенӗсем тинӗс хӗррине аннӑ. Тӗттӗмленнӗ пулин те, Иисус ҫаплах пыман. Вара вӗсем, кимӗ ҫине ларса, тинӗс тепӗр енчи Капернаума ише пуҫланӑ. Ҫил хытӑ вӗрнипе тинӗс вӑйлӑн хумханма тытӑннӑ. Пӗр пилӗк-ултӑ ҫухрӑм ишсен вӗсем тинӗс ҫийӗпе утса кимӗ патне ҫывхаракан Иисуса курнӑ та хӑраса кайнӑ. «Ан хӑрӑр, ку – Эпӗ», – тенӗ вӗсене Иисус. Вӗсем Ӑна кимӗ ҫине лартасшӑн пулнӑ, анчах пӑхаҫҫӗ те кураҫҫӗ: кимӗ хӑйсем ҫитес ҫырана ҫитсе те тӑнӑ иккен.
Выбор основного перевода