Выбор основного перевода
Открыть комментарий или сравнить с другим переводом
Выбор книги основного перевода
1 2 3 4 5 6 7 8 9 10 11 12 13 14 15 16 17 18 19 20 21
Параллельные места
«Эсӗ хӑвах ҫапла каларӑн, – тенӗ ӑна Иисус. – Эпӗ сире унтан та ытларах калатӑп: паянтан пуҫласа, малашлӑхра, эсир Этем Ывӑлӗ, Хӑватлин сылтӑм енче ларса, тӳпери пӗлӗтсем ҫинче килнине курӑр». Тӳперен аннӑ ҫӳлти Этем Ывӑлӗсӗр пуҫне пӗлӗт ҫине никам та хӑпарман-ха. Эй, Аттем! Тӗнче пуличченех Сан патӑнта Эпӗ мухтавлӑччӗ. Халӗ Эсӗ Мана татах Хӑвӑн патӑнти мухтавлӑхна кӑтарт. Ҫак сӑмахсене каласан вӗсен куҫӗ умӗнчех Вӑл тӳпене ҫӗкленнӗ те Ӑна пӗлӗт илсе кайнӑ. Вӑл куҫран ҫухалнӑ. Вӑл тӳпене ҫӗкленнине апостолсем пӑхса тӑнӑ. Ҫав вӑхӑтра, тӳпенелле пӑхнӑ чухне, вӗсем сасартӑк хӑйсемпе юнашар шурӑ тумлӑ икӗ ҫын тӑнине курнӑ. «Эй, Галилея ҫыннисем! – тенӗ вӗсем. – Мӗн эсир тӳпенелле пӑхса тӑратӑр? Эсир Иисус хӑвӑртан уйӑрӑлса тӳпене ҫӗкленнине куртӑр. Вӑл тӳпене епле ҫӗкленчӗ, килессе те ҫавнашкалах килӗ».
Выбор основного перевода