Выбор основного перевода
Открыть комментарий или сравнить с другим переводом
Выбор книги основного перевода
1 2 3 4 5 6 7 8 9 10 11 12 13 14 15 16 17 18 19 20 21
Параллельные места
Тепӗр икӗ кунран Галилейӑри Кана хулинче туй пулнӑ. Унта Иисусӑн Амӑшӗ те пынӑ. Иисуспа вӗренекенӗсене те ҫав туя чӗннӗ. Хӗрлӗ эрех ҫитменнине курса: «Вӗсен эрехӗ пӗтнӗ», – тенӗ Амӑшӗ Иисуса. «Эй, Анне! Мана Эсӗ кун пирки мӗншӗн калатӑн? Манӑн вӑхӑтӑм ҫитеймен-ха», – тенӗ хирӗҫ Иисус. Амӑшӗ тарҫӑсене: «Вӑл сире мӗн хушнине пӗтӗмпех тӑвӑр», – тенӗ. Ҫавӑнта вунӑ витре кӗрекен ултӑ чул савӑт ларнӑ. Вӗсемпе иудейсем ӗҫсе ҫиес умӗн тасалу йӑлине тунӑ чух усӑ курнӑ пулнӑ. «Савӑтсене шыв тултарӑр-ха», – тенӗ тарҫӑсене Иисус. Лешсем вара шывне туллиех тултарнӑ. «Халӗ ӗнтӗ ӑсса илӗр те туй пуҫне леҫсе парӑр», – хушнӑ Иисус. Лешсем леҫсе панӑ. Туй пуҫӗ шывран пулнӑ хӗрлӗ эрехе астивсе пӑхнӑ. Вӑл ҫав эрехе ӑҫтан илнине пӗлмен, ӑна шыв ӑсакан тарҫӑсем кӑна пӗлнӗ. Туй пуҫӗ вара кӗрӗве хӑй патне чӗнсе илнӗ те ҫапла каланӑ: «Пурте лайӑхрах хӗрлӗ эрехе малтан параҫҫӗ. Кайран, ӗҫсе ҫитсен, япӑхраххине параҫҫӗ. Эсӗ вара лайӑх эрехне халиччен кӑлармасӑр тӑнӑ». Ҫапла вара, Галилейӑри Кана хулинче хӑватлӑ ӗҫсем тума пуҫласа, Иисус Хӑйӗн чап-мухтавне кӑтартнӑ; вӗренекенӗсем Ӑна ӗненнӗ. Иисус Капернаума ҫул тытнӑ. Хулана ҫитсен Ун патне пӗр ҫӗрпӳ пырса ҫапла тархасланӑ: «Хуҫамӑр, килте ман тарҫӑм хускалайми асапланса вырӑнпах выртать». Итлесе тӑракан халӑха Хӑйӗн сӑмахне каласа пӗтерсен Иисус Капернаума кайнӑ. Унта Рим ҫӗрпӗвӗн пӗр тарҫи вилес пекех чирлӗ выртнӑ пулнӑ. Ҫӗрпӳ ҫав тарҫа питӗ хакланӑ. Иисус ҫинчен илтсен вӑл тарҫине сыватма килтӗр тесе йӑлӑнма Ун патне иудейсен ятлӑ-сумлӑ ҫыннисене янӑ.
Выбор основного перевода