Выбор основного перевода
Открыть комментарий или сравнить с другим переводом
Выбор книги основного перевода
1 2 3 4 5 6 7 8 9 10 11 12 13 14 15 16 17 18 19 20 21
Параллельные места
«Вӑл Эпӗ, санпа Калаҫаканни», – тенӗ ӑна Иисус. Уявӑн юлашки, аслӑ кунӗнче Иисус ура ҫине тӑрса пурте илтмелле ҫапла каланӑ: «Камӑн ӗҫес килет, ҫавӑ Ман патӑма килтӗр те ӗҫтӗр. Кам мана ӗненет, унӑн, Ҫырнинче каланӑ пек, „чӗринчен чӗрӗлӗх юхан шывӗсем юхӗҫ“». «Мӗн пулмалли пулчӗ! – терӗ Вӑл мана. – Эпӗ – Альфа тата Омега, пуҫламӑшӗ тата вӗҫӗ. Камӑн ӑшӗ хыпнӑ, ҫавна чӗрӗлӗх ҫӑлкуҫӗнчен ахалех ӗҫтерӗп. «Килсем!» – теҫҫӗ Сывлӑш та, Путекӗн ҫураҫнӑ хӗрӗ те. «Килсем!» – тетӗр ҫакна итлекенӗ те. Ӑш хыпни те, кӑмӑл тӑваканни те килсе чӗрӗлӗх шывне ахалех илтӗр.
Выбор основного перевода