Ҫак вун икӗ вӗренекенне Иисус ҫапла каласа вӗрентсе янӑ: «Иудейсем пурӑнман ҫӗрсене ан кайӑр, Самари хулине те ан кӗрӗр.
Вӑл вара Хӑй умӗнчен хыпарлама вӗренекенӗсене янӑ. Лешсем кайнӑ та Иисус пынӑ ҫӗре вырӑн хатӗрлеме Самарири пӗр яла кӗнӗ.
Иисус Иерусалим хулине кайнӑ чух Галилейӑпа Самари хушшинчи ҫулпа иртсе пынӑ.