Выбор основного перевода
Открыть комментарий или сравнить с другим переводом
Выбор книги основного перевода
От Иоанна
1 2 3 4 5 6 7 8 9 10 11 12 13 14 15 16 17 18 19 20 21
Параллельные места
«Кил», – тенӗ Иисус. Петр вара кимӗрен тухса шыв ҫийӗпе Иисус патне утнӑ. Иисусӑн вӗренекенӗсенчен пӗри вара, Вӑл юратни, Унӑн хулпуҫҫийӗ ҫумне сӗвеннӗ. Иисус Хӑйӗн Амӑшне тата ҫавӑнта тӑракан юратнӑ вӗренекенне асӑрхасан Амӑшне каланӑ: «Акӑ Санӑн ывӑлу». Вара вӑл хӑвӑртрах Петр текен Симон патне тата Иисус юратнӑ тепӗр вӗренекен патне чупнӑ. «Хуҫамӑра тупӑклӑхран илсе кайнӑ, ӑҫта илсе кайнине те пӗлместпӗр», – тенӗ вӗсене Мария Магдалина. Петр каялла ҫавӑрӑнса пӑхнӑ та хӑйӗн хыҫҫӑн Иисусӑн юратнӑ вӗренекенӗ пынине курнӑ. Ку шӑпах ӗнтӗ пӗррехинче, каҫхи апат вӑхӑтӗнче, Иисус кӑкӑрӗ ҫумне тӗршӗнсе: «Хуҫамӑр, Сана тытса параканӗ кам пулӗ?» – тесе ыйтаканни пулнӑ.
От Иоанна
1 2 3 4 5 6 7 8 9 10 11 12 13 14 15 16 17 18 19 20 21
Выбор основного перевода