Вӗрентсе пӗтерсен Вӑл Симона ҫапла каланӑ: «Тарӑнрах ҫӗре ишсе кӗр те пулӑ тытма сӗреке-тетелӳсене пӑрах».
Симон Ӑна хирӗҫ каланӑ: «Вӗрентекен! Эпир ҫӗрӗпех тертленсе ӗҫлерӗмӗр, ҫапах пӗр пулӑ та тытаймарӑмӑр. Эсӗ хушатӑн пулсан, сӗреке-тетелсене пӑрахам эппин».
Ҫапла тусан вара питӗ нумай пулӑ кӗнӗ, вӗсен сӗреке-тетелӗсем те ҫурӑлма пуҫланӑ.
Вӗсем вара тепӗр кимӗ ҫинчи юлташӗсене паллӑ кӑтартса хӑйсене пулӑшма чӗннӗ. Лешсем ишсе пырсан икӗ кимӗ туллиех пулӑ тултарнӑ, ҫавӑнпа вӗсен киммисем путма пуҫланӑ.