Выбор основного перевода
Открыть комментарий или сравнить с другим переводом
Выбор книги основного перевода
От Иоанна
1 2 3 4 5 6 7 8 9 10 11 12 13 14 15 16 17 18 19 20 21
Параллельные места
Пырсан-пырсан Вӑл тата икӗ пӗртӑвана – Иаковпа унӑн шӑллӗне Иоана – курнӑ. Вӗсем Зеведей ывӑлӗсем пулнӑ, ашшӗпе пӗрле кимӗ ҫинче сӗреке-тетелӗсене юсаса тӑнӑ, Иисус вӗсене те Хӑйпе пӗрле чӗннӗ. Тепӗртак кайсан Вӑл Зеведей ывӑлӗсене – Иаковпа унӑн шӑллӗне Иоана – курнӑ. Вӗсем те кимӗ ҫинче сӗреке-тетелӗсене юсаса тӑнӑ. Зеведей ывӑлӗсем те, Симонӑн юлташӗсем Иаковпа Иоанн, хӑраса ӳкнӗ. Иисус вара Симона каланӑ: «Ан хӑра, паянтан эсӗ этем чунӗсене тытакан пулӑн». Филипп вара Нафанаила тӗл пулса каланӑ: «Моисей саккунӗнче тата пророксен сӑмахӗнче Кам ҫинчен каланӑ, эпир Ҫавна шыраса тупрӑмӑр. Вӑл Иосиф ывӑлӗ, Назаретри Иисус иккен». Ҫавӑн чухне Йӗкӗреш тесе ят панӑ Фома ытти вӗренекенсене каланӑ: «Каяр та Унпа пӗрлех вилер!» Вун иккӗшӗнчен пӗри, Йӗкӗреш текен Фома, Иисус пӳрте кӗрсе тӑнӑ чухне унта вӗсемпе пулман.
От Иоанна
1 2 3 4 5 6 7 8 9 10 11 12 13 14 15 16 17 18 19 20 21
Выбор основного перевода