Выбор основного перевода
Открыть комментарий или сравнить с другим переводом
Выбор книги основного перевода
1 2 3 4 5 6 7 8 9 10 11 12 13 14 15 16 17 18 19 20 21
Параллельные места
Мӗншӗн-ха эсир Эпӗ каланине ӑнланмастӑр? Мӗншӗн тесен Ман сӑмахӑма итлеме мехел ҫитерейместӗр. Ӑна хуралҫӑ алӑкне уҫса парать, сурӑхсем ун сассине илтеҫҫӗ, вӑл хӑйӗн сурӑхӗсене ятран чӗнсе кӑларать. Унпа пӗрлӗхлӗ пулнине эсир ӳт кастарса палӑртнӑ, анчах та сирӗн ӳтӗре этем аллипе касман. Сире Христос ӳт каснӑран эсир ҫылӑхлӑ ӳт-пӳ хӑвӑрпа хуҫаланнинчен хӑтӑлтӑр. Эсир тӗне кӗрсе Христоспа пӗрлех вилнӗ, Ӑна вилӗмрен чӗртсе тӑратнӑ Турӑ хӑватне ӗненсе Христоспа пӗрлех чӗрӗлнӗ. Ҫылӑхӑрсене пула, ӳт кастарманнине пула эсир те вилӗччӗ. Анчах та Турӑ, сирӗн ҫылӑхсене каҫарса, сире те Унпа пӗрле чӗртнӗ. Эпир те, ӳт кастарнисем, саккун тӑрӑх парӑмлӑччӗ. Ҫав парӑм хучӗ тӑрӑх пирӗн мӗн-мӗн тумаллине чӗрсе пӑрахса, хутне хӗрес ҫине ҫапса, Христос Хӑйӗн асапӗпе пирӗн парӑма пӗтернӗ. Ҫапла Вӑл тӗттӗмлӗх пуҫлӑхӗсемпе влаҫӗсен вӑйне Хӑйӗн хӑвачӗпе пӗтерсе чаплӑн ҫӗнтернӗ, вӗсенчен тӗнче кулли тунӑ.
Выбор основного перевода