Выбор основного перевода
Открыть комментарий или сравнить с другим переводом
Выбор книги основного перевода
1 2 3 4 5 6 7 8 9 10 11 12 13 14 15 16 17 18 19 20 21
Параллельные места
«Эсӗ, ҫылӑхлӑ ҫуралнӑскер, тата пире вӗрентесшӗн-и?» – тесе вӗсем ӑна хӑваласа янӑ. Ӑна хӑваласа янӑ тенине илтсен Иисус ҫав ҫынна шыраса тупнӑ та ыйтнӑ: «Эсӗ Турӑ Ывӑлне ӗненетӗн-и?» «Эй, ырӑ Ҫыннӑм, – тавӑрнӑ вӑл Иисуса, – Вӑл Кам пулнине каласамччӗ, вара эпӗ Ӑна ӗненӗттӗм». «Эсӗ Ӑна куртӑн ӗнтӗ, Вӑл санпа калаҫса тӑрать», – тенӗ Иисус. Вара вӑл: «Ӗненетӗп, Хуҫамӑр», – тенӗ те Ӑна ӳксе пуҫҫапнӑ. Эпӗ – алӑк: Ман витӗр кӗрекен ҫӑлӑнӗ. Вӑл кӗрӗ те, тухӗ те, улӑх-ҫаран та тупӗ. Манӑн урӑх сурӑхсем те пур, вӗсем ку картара мар. Манӑн вӗсене те илсе килмелле. Вӗсем те Ман сасса илтӗҫ, вара пӗр кӗтӳ, пӗр Кӗтӳҫӗ пулӗ. Ман сурӑхсем сассӑма итлеҫҫӗ. Эпӗ те вӗсене пӗлетӗп. Вӗсем Ман хыҫӑмран пыраҫҫӗ. «Мария!» – тенӗ ӑна Иисус. Мария ҫавӑрӑнса пӑхнӑ та: «Раввуни!» – тесе кӑшкӑрса янӑ. Ҫакӑ: «Вӗрентекен!» тенине пӗлтерет. Вӑл тӳснӗ мӑшкӑла хамӑр ҫие илер те Ун патне тулашне тухар.
Выбор основного перевода