Выбор основного перевода
Открыть комментарий или сравнить с другим переводом
Выбор книги основного перевода
1 2 3 4 5 6 7 8 9 10 11 12 13 14 15 16 17 18 19 20 21
Параллельные места
Е Эпӗ халӗ Аттемрен тархасласа ыйтма пултараймӑп тетӗн-и? Ыйтсан, Вӑл ҫак самантрах Ман патӑма вун икӗ пулккӑ та ытла ангел ярӗ. «Ҫак Турӑ Ҫуртне пӑсӑр, Эпӗ вара ӑна виҫӗ кунран ҫӗнӗрен туса лартӑп», – хуравланӑ Иисус. Ашшӗ Хӑй чӗрӗлӗхлӗ пулнӑ пекех, Ывӑлне те чӗрӗлӗхлӗ пулма панӑ. Вӑл, Турӑ Ывӑлӗ пулин те, асап витӗр тухса, пӑхӑнмашкӑн вӗреннӗ. Ҫавӑнпа та Христос, тӗнчене килсе, ҫапла калать: «Ахаль парне те, пусса панӑ парне те Сана кирлӗ пулмарӗ, ҫавӑнпа Эсӗ Мана ӳт-пӳллӗ турӑн. Пӗтӗмӗшпе ҫунтарнӑ парне те, ҫылӑхшӑн пусса панӑ парне те Сана юрӑхлӑ пулмарӗ. „Турӑҫӑм, акӑ Эпӗ! – терӗм вара Эпӗ. – Кӗнекере Ман ҫинчен ҫырнӑ пекех, Эпӗ Санӑн ирӗкне пурнӑҫламашкӑн килтӗм“». Саккунпа кӳрекен парнесенчен: «ахальли те, пусса пани те, пӗтӗмӗшпе ҫунтарса пани те, ҫылӑхшӑн кӳни те Сана юрӑхлӑ мар», – тенӗ Вӑл малтан. «Эй, Турӑҫӑм, акӑ Эпӗ, Эпӗ Санӑн ирӗкне пурнӑҫламашкӑн килтӗм», – тенӗ Вӑл кайран. Ҫапла майпа кайран каланине ҫирӗплетмешкӗн малтан каланине пӑрахӑҫланӑ.
Выбор основного перевода