Выбор основного перевода
Открыть комментарий или сравнить с другим переводом
Выбор книги основного перевода
От Иоанна
1 2 3 4 5 6 7 8 9 10 11 12 13 14 15 16 17 18 19 20 21
Параллельные места
«Иудейсен Патши пулма ҫуралнӑ Ача ӑҫта-ши? Ӗнтӗ эпир хӗвел тухӑҫӗнче Унӑн ҫӑлтӑрне куртӑмӑр та Ӑна пуҫҫапма килтӗмӗр». Кимӗ ҫинчисем Ун патне пырса, пуҫҫапса ҫапла каланӑ: «Эсӗ чӑнах та Турӑ Ывӑлӗ!» «Эсӗ – Чӗрӗ Туррӑн Ывӑлӗ, Христос», – тавӑрнӑ вара Петр текен Симон. Тата тӳперен ҫапла сасӑ илтӗннӗ: «Эсӗ Манӑн савнӑ Ывӑлӑм, Манӑн ырӑ кӑмӑлӑм Санра!» Иисуса курсан усал сывлӑшсем Ун умне ӳксе: «Эсӗ – Турӑ Ывӑлӗ!» – тесе кӑшкӑрнӑ. Ӗнтӗ Христос, Израиль Патши текенскер, халӗ хӗрес ҫинчен антӑр, эпир ҫакна курӑпӑр та вара Ӑна ӗненме пуҫлӑпӑр». Хӑйӗнпе пӗрле пӑталанисем те Унран йӗкӗлтесе кулнӑ. «Ӗненетӗп, Хуҫамӑр! – тенӗ Ӑна Марфа. – Эсӗ тӗнчене килмелле тенӗ Турӑ Ывӑлӗ Христос пулнине ӗненетӗп». Вара ҫынсем, пальма турачӗсем илсе, Ӑна хирӗҫ тухнӑ. «Осанна! Хуҫа Турӑ ячӗпе килекен Израиль Патшине мухтав!» – тесе кӑшкӑрнӑ вӗсем. Эпир сире Ырӑ Хыпар пӗлтеретпӗр. Иисуса вилӗмрен чӗртсе тӑратса Турӑ мӑн асаттемӗрсене шантарнине пире, вӗсен ачисене, пачӗ. Иккӗмӗш псаломра каланӑ пекех пулса тухрӗ. Унта ҫапла ҫырнӑ: „Эсӗ – Манӑн Ывӑлӑм, паянтан Эпӗ Санӑн Аҫу пулатӑп“.
От Иоанна
1 2 3 4 5 6 7 8 9 10 11 12 13 14 15 16 17 18 19 20 21
Выбор основного перевода