«Ку – Турӑ Суйласа илни, Христос», – тенӗ хӑшӗ-пӗри. Теприсем вӗсене хирӗҫлесе каланӑ: «Христосӑн Галилейӑран килмелле мар-ҫке!
Христос Давид йӑхӗнчен, Давид ҫуралнӑ Вифлеемран килмелле темен-им Ҫырнинче?»
«Эсӗ те Галилея ҫынни мар пулӗ те? – тенӗ ӑна. – Лайӑхрах тӗпче те ҫакна пӗлсе тӑр: ку таранччен Галилейӑран пророк тухман та, тухас та ҫук».