Выбор основного перевода
Открыть комментарий или сравнить с другим переводом
Выбор книги основного перевода
От Иоанна
1 2 3 4 5 6 7 8 9 10 11 12 13 14 15 16 17 18 19 20 21
Параллельные места
Петрпа унӑн юлташӗсем ыйхӑ пуснипе аптӑранӑ. Вӑрансан вӗсем мухтавлӑ ҫутӑри Иисуса тата Унпа юнашар тӑракан икӗ ҫынна курнӑ. Ҫапла вара, Галилейӑри Кана хулинче хӑватлӑ ӗҫсем тума пуҫласа, Иисус Хӑйӗн чап-мухтавне кӑтартнӑ; вӗренекенӗсем Ӑна ӗненнӗ. Ырӑ Хыпар Турӑ Ывӑлӗ ҫинчен пӗлтерет. Ӳт-пӳ тӗлӗшӗнчен Вӑл Давид йӑхӗнчен ҫуралнӑ. Анчах та вӑхӑт тулса ҫитсен Турӑ Хӑйӗн пӗртен-пӗр Тӑван Ывӑлне янӑ. Ӑна хӗрарӑмах ҫуратнӑ, Ҫав Ывӑл та саккуна пӑхӑнса пурӑннӑ. этем евӗрлӗ пулса, этем евӗрлӗ курӑнса, чура шӑпине йышӑнса Хӑйне Хӑй мӗскӗнлетнӗ. Паллах, эпир Турра хисепленин вӑрттӑнлӑхӗ пысӑкран та пысӑк: Турӑ ӳтленсе килнӗ, Вӑл Кам пулнине Сывлӑш ҫирӗплетнӗ, Ӑна ангелсем те курнӑ, Ун ҫинчен ытти халӑхсене ӳкӗтлесе вӗрентнӗ, тӗнче Ӑна ӗненсе йышӑннӑ, тӳпене Вӑл мухтавлӑхпа ҫӗкленнӗ. Ҫавӑнпа та ачасем ӳтлӗ-юнлӑ пулнӑран, вӗсем пек пулас тесе, Вӑл Хӑй те ӳтлӗ-юнлӑ пулса тӑнӑ. Ҫакна Вӑл Хӑйӗн вилӗмӗпе шуйттанӑн, вилӗм пуҫлӑхӗн, хӑватне пӗтерес тесе, Турӑ Сывлӑшне тата аташтаракан сывлӑша ҫапла майпа уйӑрса илӗр: Иисус – ӳтленсе килнӗ Турӑ Ывӑлӗ пулнине йышӑнакан кирек епле Сывлӑш та – Турӑран.
От Иоанна
1 2 3 4 5 6 7 8 9 10 11 12 13 14 15 16 17 18 19 20 21
Выбор основного перевода