Выбор основного перевода
Открыть комментарий или сравнить с другим переводом
Выбор книги основного перевода
1 2 3 4 5 6 7 8 9 10 11 12 13 14 15 16
Параллельные места
Пӗлӳпе чӑнлӑх – саккунра тетӗн эсӗ. Саккуна пӗлнӗрен эсӗ хӑвна суккӑрсене ҫавӑтса пыракан, тӗттӗмрисене ҫутӑ паракан, вӗренмен ҫынсене вӗрентекен, ӑссӑррисене ӑс паракан тесе шухӑшлатӑн. Ҫылӑхшӑн эпир вилӗ: епле тата пирӗн ҫылӑха кӗрсе пурӑнас? Ашшӗн мухтавлӑ хӑвачӗпе Христос епле вилӗмрен чӗрӗлсе тӑнӑ, пирӗн те ҫапла чӗрӗлсе ҫӗнелнӗ пурӑнӑҫпа пурӑнмалла. Ҫавӑнпа та эпир, тӗне кӗрсе, Христоспа пӗрле вилнӗ, пире Христоспа пӗрле пытарнӑ. Турӑ пире Ҫӗнӗ Халалшӑн тӑрӑшма пултарулӑх панӑ. Ҫав Халалра вара чи кирли – ҫырнӑ сас палли мар, Сывлӑш. Мӗншӗн тесен саккунри чӗрӗ мар сас палли вилӗм кӳрет, Сывлӑш вара чӗрӗлӗхлӗ тӑвать.
Выбор основного перевода