Выбор основного перевода
Открыть комментарий или сравнить с другим переводом
Выбор книги основного перевода
1 2 3 4 5 6 7 8 9 10 11 12 13 14 15 16
Параллельные места
Ҫапла вара, Иисус Христоспа пӗрлӗхлӗ пулса, ӳт-пӳшӗн мар, Сывлӑшшӑн пурӑнакансене халӗ нимӗнле айӑплав та пулас ҫук. Христоспа пӗрлӗхлӗ туса, чӗрӗлӗх кӳрекен Сывлӑш хӑвачӗ мана ҫылӑхпа вилӗм тыткӑнӗнчен хӑтарчӗ. Хавшак этеме пула вӑйне ҫухатнӑ саккун тӑвайманнине Турӑ турӗ. Вӑл Хӑйӗн Ывӑлне, этем ҫылӑхӗшӗн Турра парнелӗхе кӳмешкӗн ҫылӑхлӑ ҫын евӗрлӗ пултарса, ҫӗр ҫине янӑ. Турӑ ҫапла этемри ҫылӑха айӑплав хунӑ. Ҫапла Вӑл пире, ӳт-пӳшӗн мар, Сывлӑшшӑн пурӑнакансене, саккун ыйтнӑ пек тӳрӗ пурӑнччӑр тесе тунӑ. Мӗншӗн тесен ӳт-пӳшӗн пурӑнакансем ҫылӑхлӑ кӑмӑлне тултарасшӑн тӑрӑшаҫҫӗ, Сывлӑшшӑн пурӑнакансем вара Сывлӑш ыйтнине тивӗҫтересшӗн тӑрӑшаҫҫӗ. Ӳт-пӳ туртни – вилӗм, Сывлӑш ыйтни – чӗрӗлӗхпе канӑҫлӑх. Ӳт-пӳ туртни хыҫҫӑн кайни вӑл Турра хирӗҫ кайниех. Унашкаллисем Турӑ йӗркине пӑхӑнмаҫҫӗ, пӑхӑнма та пултараймаҫҫӗ. Ҫавӑнпа та ӳт-пӳшӗн пурӑнакансем Турра юрӑхлӑ пулаймаҫҫӗ. Сирӗнте Турӑ Сывлӑшӗ пур пулсан, эсир вара ӳт-пӳшӗн мар, Сывлӑшшӑн пурӑнатӑр. Анчах та камра Христос Сывлӑшӗ ҫук, ҫавӑ Христосӑн мар. Христос сирӗнте пулсассӑн, ӳт-пӳ ҫылӑхшӑн вилӗ, чун-чӗм вара тӳрӗлӗхшӗн чӗрӗ пулать. Сирӗнте Иисуса вилӗмрен Чӗртсе тӑратаканӑн Сывлӑшӗ пур пулсан, эппин Христоса вилӗмрен Чӗртсе тӑратаканӗ сирӗн ӑшри Хӑйӗн Сывлӑшӗпе вилӗмлӗ ӳт-пӗвӗре те чӗрӗ тӑвӗ. Иисус Христос Хуҫамӑр урлӑ пире ҫӗнтерӳ панӑшӑн тавах Турра!
Выбор основного перевода