Выбор основного перевода
Открыть комментарий или сравнить с другим переводом
Выбор книги основного перевода
1 2 3 4 5 6 7 8 9 10 11 12 13 14 15 16
Параллельные места
Ашшӗн мухтавлӑ хӑвачӗпе Христос епле вилӗмрен чӗрӗлсе тӑнӑ, пирӗн те ҫапла чӗрӗлсе ҫӗнелнӗ пурӑнӑҫпа пурӑнмалла. Ҫавӑнпа та эпир, тӗне кӗрсе, Христоспа пӗрле вилнӗ, пире Христоспа пӗрле пытарнӑ. Мӗншӗн тесен вилни ҫылӑха кӗресрен хӑтӑлнӑ ӗнтӗ. Эпӗ сире Турӑ кӗвӗҫӗвӗпе кӗвӗҫсе чунӑма ҫунтаратӑп, мӗншӗн тесен эпӗ сире пӗртен-пӗр ар валли – Христос валли – ҫураҫрӑм, сире Ун умне таса хӗр халлӗн тӑратасчӗ тетӗп. Турӑшӑн пурӑнас тенипе манӑн саккуна пӑсма тивет. Ҫапла вара, саккун тӑрӑхах эпӗ саккуншӑн вилнӗ пулса тухать. Эпӗ те Христоспа пӗрлех пӑталаннӑ, Чун-чӗм ҫимӗҫӗсем вара ҫаксем: юратулӑх, савӑнӑҫ, канӑҫлӑх, чӑтӑмлӑх, тивлетлӗх, ыркӑмӑллӑх, ӗненӳ, Эпир те, ӳт кастарнисем, саккун тӑрӑх парӑмлӑччӗ. Ҫав парӑм хучӗ тӑрӑх пирӗн мӗн-мӗн тумаллине чӗрсе пӑрахса, хутне хӗрес ҫине ҫапса, Христос Хӑйӗн асапӗпе пирӗн парӑма пӗтернӗ.
Выбор основного перевода