Выбор основного перевода
Открыть комментарий или сравнить с другим переводом
Выбор книги основного перевода
1 2 3 4 5 6 7 8 9 10 11 12 13 14 15 16
Параллельные места
«Эпӗ пророксен сӑмахӗсене е Моисей саккунне пӑсма килнӗ тесе ан шухӑшлӑр. Эпӗ пӑсма килмен, туса ҫитерме килнӗ. Турӑ Ывӑлне ӗненекен айӑплӑ пулмӗ. Ӑна ӗненменни вара Туррӑн пӗртен-пӗр Тӑван Ывӑлне ӗненменрен айӑпа юлнӑ та ӗнтӗ. Эй, тӑванӑмсем! Этем чӗрӗ чухне кӑна саккун унпа пуҫ пулнине пӗлместӗр-им? Ҫакна эпӗ саккуна пӗлекенсене калатӑп. Тӗслӗхрен, качча кайнӑ хӗрарӑма упӑшкапа пурӑнасси ҫинчен калакан саккун упӑшки ҫумне ҫыхать. Упӑшки вилсессӗн вара хӗрарӑм ҫав саккунран ирӗклӗ. Ҫавӑнпа та, упӑшки чӗрӗ чухнех хӗрарӑм урӑххине качча тухсан, ӑна мӑшӑрне улталакан теҫҫӗ. Анчах та упӑшки вилсессӗн хӗрарӑм ҫав саккунран ирӗклӗ. Тепӗр арҫынна качча кайсан та вӑл мӑшӑрне улталакан шутланмасть. Эй, тӑванӑмсем! Эсир те ҫавнашкалах: хӗрес ҫинче пӑталаса вӗлернӗ Христос ӳчӗпе пӗрле саккуншӑн вилӗ шутланатӑр. Халӗ вара эсир Турра усӑ кӳмешкӗн вилӗмрен Чӗрӗлнин пулатӑр. Ҫапла вара ӗненнипе тӳрре тухчӑр тесе саккун пире ачана пӑхнӑ пек пӑхса Христос патне илсе ҫитерчӗ. Ҫак халала „ҫӗнӗ“ тесе, Вӑл малтанхи кивелнине палӑртнӑ: кивелни вара усӑсӑра тухса часах пӗтмелле.
Выбор основного перевода