Выбор основного перевода
Открыть комментарий или сравнить с другим переводом
Выбор книги основного перевода
1 2 3 4 5 6 7 8 9 10 11 12 13 14 15 16
Параллельные места
Петр ҫӑвар уҫса ҫапла каланӑ: «Турӑ ҫынна кам пулнине кура хакламаннине эпӗ чӑнахах куртӑм. Турӑ Израиль ывӑлӗсене Иисус Христос урлӑ канӑҫлӑх ҫинчен Ырӑ Хыпар янӑ. Ҫав Иисус Христос – пуриншӗн те Хуҫамӑр. Вӗсен чӗрисене ӗненӳпе тасатнӑран пирӗнпе вӗсем хушшинче нимӗнле уйрӑмлӑх та юлмарӗ. Иисус Христоса ӗненни урлӑ килекен Турӑ тӳрӗлӗхне мӗн пур ӗненекен илме пултарать, мӗншӗн тесен пур ҫын та пӗр, Турӑ Вӑл иудейсен Турри кӑна-и? Е урӑх халӑхсен Турри те? Паллах, урӑх халӑхсен те. Ӗнтӗ иудей та, урӑх халӑх ҫынни те ҫук; чура та, ирӗкли те ҫук; арҫын та, хӗрарӑм та ҫук – мӗншӗн тесен Христос Иисус сӑнлӑхӗнче эсир пурте пӗр.
Выбор основного перевода