Ҫапла вара Исаия пророк калани ҫитнӗ. «Эй, Хуҫа Туррӑмӑр, – тенӗ пулнӑ вӑл, – эпир каланине кам ӗненчӗ-ха? Хуҫа Туррӑмӑрӑн хӑвачӗ кама курӑнчӗ?»
Мӗншӗн тесен вӗсене хыпарланӑ пекех, пире те канӑҫлӑха кӗме хыпар тунӑ. Анчах та вӗсем илтнӗ сӑмах, итлекенсен ӗненӗвӗпе пӗр пулаймасӑр, усса кайман.