Эсир апостолсемпе пророксем хывнӑ никӗс ҫинче ҫирӗп тӑратӑр. Никӗсри тӗп чул вара – Иисус Христос Хӑй.
Ҫав тӗп чул ҫинче пӗтӗм ҫурт тытӑнса тӑрать. Вӑл, тикӗс купаланса, Хуҫамӑра халалланӑ таса Чиркӳ пулса пырать.
Христоспа пӗрлӗхлӗ пулса, Турӑ Сывлӑшӗ пулӑшнипе эсир те Турӑ ҫурчӗ пулса пыратӑр.