Выбор основного перевода
Открыть комментарий или сравнить с другим переводом
Выбор книги основного перевода
1 2 3 4
Параллельные места
Кам чунӗпе иудей, ҫав чӑн-чӑн иудей. Ячӗшӗн мар, чун-чӗре хушнипе ӳт кастарни ҫеҫ чӑн-чӑн ӳт кастарни пулать. Ун пек ҫынна этем мухтавӗ мар, Турӑ мухтавӗ пулӗ. Ҫылӑхлӑ ӳтӗмӗре пӑрахӑҫлас тесе, хамӑрӑн текех ҫылӑх чурисем пулас марччӗ тесе, пирӗнти кивӗ ҫын Унпа пӗрле пӑталаннине эпир пӗлетпӗр. Христоспа пӗр пулма тӗне кӗрсе эсир Христос сӑнлӑхне йышӑнтӑр. Христоса ӗненекенсем хӑйсен хӗрӳ те аскӑнчӑк туйӑмлӑ ӳт-пӗвне хӗрес ҫумне пӑталанӑ. Мӗншӗн тесен чӑн-чӑн ӳт кастарнисем вӗсем – эпир. Ӳт-пӗве шанмасӑр, эпир Турӑ Сывлӑшӗ хушнӑ пек Турра пуҫҫапатпӑр, Христос Иисуспа мухтанатпӑр.
Выбор основного перевода