Выбор основного перевода
Открыть комментарий или сравнить с другим переводом
Выбор книги основного перевода
1 2 3 4
Параллельные места
анчах та Турӑ Ӑна вилӗм тыткӑнӗнчен хӑтарса чӗртсе тӑратрӗ, Ӑна вилӗм те тытса чараймарӗ. Ашшӗн мухтавлӑ хӑвачӗпе Христос епле вилӗмрен чӗрӗлсе тӑнӑ, пирӗн те ҫапла чӗрӗлсе ҫӗнелнӗ пурӑнӑҫпа пурӑнмалла. Ҫавӑнпа та эпир, тӗне кӗрсе, Христоспа пӗрле вилнӗ, пире Христоспа пӗрле пытарнӑ. Эпир Унпа вилӗмӗнче пӗр пултӑмӑр пулсан, Унӑн чӗрӗлӗвӗнче те пӗр пулӑпӑр. Ҫакна Вӑл вӑхӑт тулса ҫитсессӗн, ҫӳл тӳперипе ҫӗр ҫинчине пӗрлештерсе, Христоса пуҫ пултарас тесе тунӑ. Пирӗн, Христоса маларах ӗненнисен, Турра чапа кӑларма тӑрӑшмалла. Христоспа пӗрлӗхлӗ пулса эпир Турӑ еткерне илессе пӗтӗмпех Хӑй ирӗкӗпе Тӑвакан малтанах палӑртса хунӑ. Пирӗн, Христоса маларах ӗненнисен, Турра чапа кӑларма тӑрӑшмалла. Христоспа пӗрлӗхлӗ пулса эпир Турӑ еткерне илессе пӗтӗмпех Хӑй ирӗкӗпе Тӑвакан малтанах палӑртса хунӑ. Чӑнлӑх сӑмахне – ҫӑлӑнӑҫӑн Ырӑ Хыпарне – илтсессӗн, Ӑна ӗненсе, эсир те Христоспа пӗрлӗхлӗ пултӑр. Сире, Христоса пула, хӑвӑра пама пулнӑ Святой Сывлӑш пичечӗпе палӑртнӑ. Пирӗн Турра мухтава кӑларма тӑрӑшмалла. Турӑ пире ҫылӑх тыткӑнӗнчен тӳлесе илӗ. Эпир Хӑйӗн еткерне тивӗҫессе унччен вара пире Святой Сывлӑш шантарать. Ҫавӑнпа эпӗ те, эсир Христос Иисуса ӗненни ҫинчен, ӗненекенсене пурне те юратни ҫинчен илтрӗм те, хамӑн кӗллӗмре сире аса илсе, сирӗншӗн Турра тӑтӑшах тав тӑватӑп. Иисус Христос Хуҫамӑрӑн Турри, мухтав Ашшӗ, Хӑйне пӗлмешкӗн сире ӑслӑлӑх паракан тата вӑрттӑнлӑх уҫакан Сывлӑш патӑрччӗ тетӗп. Хӑй сире чӗнсе илсе шанчӑк панине, Унӑн ӗненекенсене парас еткерӗ епле пысӑк та чаплӑ пулнине сире пӗлтермешкӗн чӗрӗрсене уҫтӑрччӗ тетӗп. Пирӗн, Унӑн аслӑ вӑйне пула Ӑна ӗненекенсен, хамӑр ӑшӑмӑрти Унӑн виҫесӗр вӑй-хӑватне пӗлмелле пултӑрччӗ тетӗп. Турӑ ҫав аслӑ вӑй-хӑвата Христос урлӑ палӑртрӗ: Ӑна вилӗмрен чӗртсе тӑратса, ҫӳл тӳпере Хӑйӗн сылтӑм енне лартрӗ.
Выбор основного перевода