Выбор основного перевода
Открыть комментарий или сравнить с другим переводом
Выбор книги основного перевода
К Колоссянам
1 2 3 4
Параллельные места
Турра мухтав. Эпӗ пӗлтерекен Ырӑ Хыпар урлӑ – Иисус Христосах вӗрентнӗ Ырӑ Хыпар урлӑ – Турӑ сире ҫирӗплетет. Ырӑ Хыпар – мӗн ӗмӗртен пытарӑннӑ вӑрттӑнлӑх, халӗ ҫав вӑрттӑнлӑха Турӑ уҫса пачӗ. Ӑна пире ӗмӗрхи Турӑ пророксене ҫыртарнӑ сӑмахпа пӗлтернӗ. Ӗненме пуҫлаччӑр тесе, Хӑйне пӑхӑнччӑр тесе, Турӑ ҫав вӑрттӑнлӑха пур халӑха та хыпарламалла турӗ. Сире валли хатӗрленӗ Хӑйӗн ырӑлӑхне Турӑ мана пани ҫинчен, мана Турӑ вӑрттӑнлӑхӗ уҫӑлни ҫинчен эсир илтнӗ ӗнтӗ. Ун пирки эпӗ маларах кӗскен ҫырнӑччӗ. Эппин, ҫавна вуласа тухсассӑн, эпӗ Христос вӑрттӑнлӑхне епле ӑнланнине эсир пӗлме пултаратӑр. Этемлӗхӗн иртнӗ ӑрӑвӗсене ҫав вӑрттӑнлӑха пӗлме паман, анчах та халӗ Святой Сывлӑш ҫав вӑрттӑнлӑха Унӑн сӑваплӑ апостолӗсемпе пророкӗсене уҫса панӑ. Ҫӳл тӳпери пуҫлӑхсемпе влаҫсене Туррӑн тӗрлӗ енлӗ ӑслӑлӑхӗ Чиркӳ урлӑ халӗ паллӑ пултӑр тесе, Туррӑн вӑрттӑнлӑхне, шухӑшне манӑн пурне те уҫса памалла. Ҫав вӑрттӑнлӑх вара Иисус Христос урлӑ пурне те туса ҫитернӗ Турӑра мӗн ӗмӗртен пытарӑнса упраннӑ. Ҫӳл тӳпери пуҫлӑхсемпе влаҫсене Туррӑн тӗрлӗ енлӗ ӑслӑлӑхӗ Чиркӳ урлӑ халӗ паллӑ пултӑр тесе, Туррӑн вӑрттӑнлӑхне, шухӑшне манӑн пурне те уҫса памалла. Ҫав вӑрттӑнлӑх вара Иисус Христос урлӑ пурне те туса ҫитернӗ Турӑра мӗн ӗмӗртен пытарӑнса упраннӑ.
К Колоссянам
1 2 3 4
Выбор основного перевода