Выбор основного перевода
Открыть комментарий или сравнить с другим переводом
Выбор книги основного перевода
К Колоссянам
1 2 3 4
Параллельные места
Вӗсене апостолсем халӑха вӗрентни тата Иисус чӗрӗлсе тӑнӑ пек вилӗмрен чӗрӗлсе тӑмалла тесе ӳкӗтлени питӗ тарӑхтарнӑ. Турӑ вӗсене ҫураличчен малтанах пӗлнӗ, Хӑйӗн Ывӑлӗ евӗрлӗ пулмашкӑн та малтанах палӑртса хунӑ. Ывӑллӑха илнӗ ӗненекен нумай-нумай ҫын хушшинче Хӑйӗн Ывӑлӗ малтанхи пултӑр тенӗ. Анчах та Христос вилӗмрен чӗрӗлсе тӑнӑ, Вӑл – пирвайхи. Вӑл Христоса пуринчен те асли – Чиркӳ Пуҫӗ – туса, пурне те Унӑн ури айне туса, Ӑна пӑхӑнмалла турӗ. Чиркӳ – Христос Ӳт-пӗвӗ, пурне те Тултараканӑн туллилӗхӗ пулса тӑрать. Асири ҫичӗ чиркӗве – Иоанран: сире Пурринчен, Пулнинчен, Пулассинчен, Унӑн престолӗ умӗнчи ҫичӗ сывлӑшран тата Иисус Христосран ырӑлӑхпа канӑҫлӑх пултӑр. Иисус ҫирӗплетсе пӗлтерни чӑн. Вӑл – вилнисенчен чи малтан чӗрӗлсе тӑнӑскер, ҫӗр ҫинчи патшасемпе хуҫаланаканскер. Вӑл пире юратнӑран Хӑйӗн Юнӗпе пирӗн ҫылӑхсенчен хӑтарнӑ,
К Колоссянам
1 2 3 4
Выбор основного перевода