Выбор основного перевода
Открыть комментарий или сравнить с другим переводом
Выбор книги основного перевода
К Колоссянам
1 2 3 4
Параллельные места
Мӗн пурри пӗтӗмпех Сӑмах урлӑ пулнӑ. Мӗн пултарӑнни нимӗн те Унсӑр пулса кайман. Вӑл Хӑй пултарнӑ тӗнчерех пулнӑ, анчах тӗнче Ӑна пӗлеймен. Турӑ ҫав аслӑ вӑй-хӑвата Христос урлӑ палӑртрӗ: Ӑна вилӗмрен чӗртсе тӑратса, ҫӳл тӳпере Хӑйӗн сылтӑм енне лартрӗ. Вӑл Христоса пур тӗрлӗ патшасенчен, пуҫлӑхсенчен, вӑйлисемпе хуҫасенчен – кунти пурӑнӑҫра кӑна мар, лери пурӑнӑҫра та – ҫӗрпе пӗлӗт ҫинчи мӗн пур влаҫран та аслӑрах турӗ. Ҫак юлашки вӑхӑтсенче вара Вӑл пирӗнпе Хӑйӗн Ывӑлӗ урлӑ калаҫнӑ. Вӑл Ывӑлне пӗтӗм тӗнчене еткерлӗхе панӑ, Ывӑлӗ урлӑ ҫут тӗнчене пултарнӑ. Мӗн пурри – Турӑшӑн, мӗн пурри – Турӑран. Хӑйне ӗненекен ачисене мухтавлӑ тӑвакан Туррӑн ҫынсене ҫӑлӑнӑҫ кӳрекен Ҫулпуҫне асап кӑтартса асла кӑлармалла пулнӑ та.
К Колоссянам
1 2 3 4
Выбор основного перевода