Выбор основного перевода
Открыть комментарий или сравнить с другим переводом
Выбор книги основного перевода
1 2 3 4 5 6 7 8 9 10 11 12 13
Параллельные места
Ҫавӑнпа калатӑп сире: этемсен кирек епле ҫылӑхӗ те, хурлани те каҫарӑнӗ, анчах та Святой Сывлӑша хурлани каҫарӑнмӗ. Вара вӑл каять те хӑйпе пӗрле хӑйӗнчен те усалтарах тепӗр ҫичӗ сывлӑша ертсе пырать. Ҫавӑнтах вӗсем ун ӑшне кӗрсе пурӑнма пуҫлаҫҫӗ. Ҫав ҫынна вара малтанхинчен те начартарах пулать. Ҫак усал ӑрӑва та ҫаплах пулӗ». Иисус ӑна хирӗҫ каланӑ: «Турӑ мӗн пама пултарнине пӗлес пулсан, „шыв ӗҫтерсемччӗ“ тесе калаканӗ Камне пӗлес пулсан, эсӗ ху Унран ыйтнӑ пулӑттӑн. Вара Вӑл сана чӗрӗлӗх шывӗ парӗччӗ». Эпӗ сиртен ҫакна кӑна ыйтса пӗлесшӗн: эсир Святой Сывлӑша саккуна тытса пынӑран е ӗненме ӳкӗтленӗрен илтӗр? Сире Турӑ мӗншӗн Сывлӑш парать, хӑватсем кӑтартать? Саккуна тытса пынӑран е Унӑн Хыпарне ӗненнӗрен? Мӗншӗн тесен эсир Унӑн ырӑлӑхӗпе ӗненсе ҫӑлӑнӑҫ тупрӑр. Ку вара сирӗн тивӗҫӗр мар, Турӑ парни.
Выбор основного перевода