2
Ҫавӑнпа та Христос вӗрентӗвӗн пуҫламӑшӗнчен тулли пӗлӳ патне хӑвӑртрах куҫар. Никӗсри ансат чӑнлӑхсем ҫинчен: ҫылӑхлӑ ӗҫсем тума пӑрахасси ҫинчен, Турра ӗненесси ҫинчен, тӗне кӗрессипе алӑ хурасси ҫинчен, вилнисем чӗрӗлсе тӑрасси ҫинчен, ӗмӗрлӗх суд ҫинчен тӑтӑшах калаҫар мар, Вӑл вӗрентнине тӗплӗнрех пӗлсе ҫитме васкар.
Вара Петр вӗсене ҫапла каланӑ: «Ӳкӗнӗр, ҫылӑх каҫарттарма сирӗнтен кашниех Иисус Христос ячӗпе тӗне кӗтӗр. Вара Святой Сывлӑш тивлетне илейӗр.
Вӗсене апостолсем умне тӑратнӑ. Апостолсем кӗлтуса вӗсем ҫине аллисене хунӑ.