Выбор основного перевода
Открыть комментарий или сравнить с другим переводом
Выбор книги основного перевода
1 2 3 4 5 6 7 8 9 10 11 12 13
Параллельные места
Эпӗ ҫакна ҫирӗп шанатӑп: ырӑ ҫул ҫине сире Турӑ илсе тухнӑ, ҫав ҫулпах Вӑл сире Иисус Христос кунӗ ҫитичченех уттарӗ. Вӗсен чӗрисем чи паха ӑнланулӑхпа пуянланма тата Атте Турӑпа Христос вӑрттӑнлӑхне пӗлме юратулӑхпа пӗрлешчӗр тесе, эпӗ вӗсене хастарлатма тӑрӑшатӑп. Христос вара Турӑ кил-ҫуртӗнче – шанчӑклӑ Ывӑлӗ. Пирӗн кӑмӑл ҫирӗп, эпир шанчӑк пуррипе мухтанатпӑр. Енчен те ҫав пахалӑхсене вӗҫне ҫитичченех упраса хӑварайсан, эпир Унӑн кил-ҫурчӗ пулӑпӑр. Малтанхи ҫирӗп ӗненӗве вӗҫне ҫитичченех упраса хӑварайсан, эпир Христоспа пӗр пая кӗреетпӗр.
Выбор основного перевода