Выбор основного перевода
Открыть комментарий или сравнить с другим переводом
Выбор книги основного перевода
1 2 3 4 5 6 7 8 9 10 11 12 13
Параллельные места
Ҫавӑнтан вара Иисус ӳкӗтлесе вӗрентме пуҫланӑ. «Ҫӳлти Патшалӑх ҫывхарчӗ ӗнтӗ, ҫавӑнпа та ӳкӗнӗр!» – тесе вӗрентнӗ Вӑл. Сӑмаха чӑн малтанах куҫӑн курса Уншӑн ӗҫлесе тӑнӑ ҫынсем пире мӗн каласа панӑ, вӗсем те ҫавнах ҫыраҫҫӗ. Турӑ ӗлӗк-авал пирӗн мӑн асаттесемпе пророксем урлӑ нумай хутчен тата тӗрлӗ майлӑн калаҫнӑ. Апла пулсан, хӑвӑрах шухӑшласа пӑхӑр-ха: Турӑ Ывӑлне ним вырӑнне хумасӑр, халала ҫирӗплетсе хӑйне тасатнӑ Юна сӑваплӑх вырӑнне хуман, ырӑлӑхлӑ Турӑ Сывлӑшне хурлакан ҫынна епле вӑйлӑрах айӑплав пулӗ! Эпир сирӗн патӑра чӑн малтан пуҫласах пулни ҫинчен, хамӑр илтни ҫинчен, куҫӑмӑрсемпе курни ҫинчен, аллӑмӑрсемпе тытса пӑхни ҫинчен – чӗрӗлӗх паракан Сӑмах Турӑ ҫинчен – ҫырса пӗлтеретпӗр.
Выбор основного перевода