Выбор основного перевода
Открыть комментарий или сравнить с другим переводом
Выбор книги основного перевода
1 2 3 4 5 6 7 8 9 10 11 12 13
Параллельные места
Христоса ӗненекенсем пурте Унӑн Юнӗпе тасалччӑр тесе, Турӑ Унран ҫырлахтару парни тунӑ. Ҫапла майпа Турӑ Хӑйӗн тӳрӗлӗхне палӑртать: Вӑл малтан та ҫынсен ҫылӑхӗсене нумай чӑтнӑ, халӗ те тӳрӗлӗхлӗ. Иисуса ӗненекенсене Турӑ тӳрре кӑларӗ. этем евӗрлӗ пулса, этем евӗрлӗ курӑнса, чура шӑпине йышӑнса Хӑйне Хӑй мӗскӗнлетнӗ. Пирӗн Аслӑ священник, эпир халсӑррине пӗлсе, хута кӗрет. Вӑл, ҫылӑхсӑр пуҫне, эпир мӗн тӳснине йӑлтах тӳснӗ. Кирек епле аслӑ священника та ҫынсен ҫылӑхӗсемшӗн кӗлтума, Турра ахаль парнесемпе пуснӑ парнесем кӳме ҫынсем хушшинченех суйласа лартаҫҫӗ. Пӗлменнипе е аташнипе ҫылӑха кӗнисене вӑл хӗрхенме пултарать, мӗншӗн тесен хӑй те ҫитменлӗхсӗр мар.
Выбор основного перевода