Выбор основного перевода
Открыть комментарий или сравнить с другим переводом
Выбор книги основного перевода
1 2 3 4 5 6 7 8 9 10 11 12 13
Параллельные места
Ӗнтӗ эпир, тӑшмансен аллинчен хӑтӑлсан, хамӑр пурӑнас кунсенче хӑрамасӑр Уншӑн ӗҫлесе тӑрӑпӑр, Ун умӗнче сӑваплӑ, тӳрӗлӗхлӗ пулӑпӑр. Мӗншӗн тесен эсир чуралӑхӑн хӑратакан Сывлӑшне мар, хӑвӑра Турӑ ачи пултаракан Сывлӑша илнӗ. Ҫав Сывлӑша пула эпир Турра: «Авва, Аттемӗр!» – тесе йӑлӑнатпӑр. Тата калам: еткер илекенӗ мӗн пур пурлӑхӑн хуҫи пулин те, ача чухне чураран нимӗн чухлӗ те уйӑрӑлса тӑмасть. Ашшӗ палӑртнӑ вӑхӑт ҫитиччен вӑл хӑйне пӑхса ӳстерекенсене, пурлӑхне пӑхса упракансене пӑхӑнса тӑрать. Эпир те ҫаплах, ача шутӗнче чухне ҫут ҫанталӑк вӑйӗсене пӑхӑнса пурӑннӑ. Анчах та вӑхӑт тулса ҫитсен Турӑ Хӑйӗн пӗртен-пӗр Тӑван Ывӑлне янӑ. Ӑна хӗрарӑмах ҫуратнӑ, Ҫав Ывӑл та саккуна пӑхӑнса пурӑннӑ. Пире саккун тыткӑнӗнчен ирӗке кӑларттарса ывӑллӑха илес тесе Турӑ ҫапла тунӑ. Турӑ пире хӑрав сывлӑшне паман-ҫке-ха. Вӑл пире хӑватлӑ, юратуллӑ, таса ӑслӑ сывлӑш панӑ. Христос Юнӗ пире мӗн тери хӑватлӑрах тасатма пултарӗ! Вӑл Святой Сывлӑш хӑвачӗпе Хӑйне таса парнелӗхе Турра панӑ. Ҫакна Вӑл, пирӗн чунӑмӑрсене вилӗмле ӗҫсенчен тасатса, чӗрӗ те чӑн Турӑшӑн ӗҫлесе тӑччӑр тесе тунӑ.
Выбор основного перевода