Выбор основного перевода
Открыть комментарий или сравнить с другим переводом
Выбор книги основного перевода
1 2 3 4 5 6 7 8 9 10 11 12 13
Параллельные места
Ҫавӑнпа калатӑп сире: этемсен кирек епле ҫылӑхӗ те, хурлани те каҫарӑнӗ, анчах та Святой Сывлӑша хурлани каҫарӑнмӗ. Калатӑп сире: Вӑл часах вӗсен хутне кӗрӗ. Анчах та Этем Ывӑлӗ килсен ҫӗр ҫинче ӗненӳ тупайӗ-ши?» Унӑн туллилӗхне пула эпир ырӑлӑх ҫине ырӑлӑх илтӗмӗр. Сирӗн ҫинчен пурин пирки те каламастӑп. Хам суйласа илнисене Эпӗ пӗлетӗп. Ҫырнинче „Манпа пӗрле ҫӑкӑр ҫиекенех Мана хирӗҫ тӑчӗ“ тесе калани пурнӑҫлантӑр ӗнтӗ. Каҫхи апат хыҫҫӑн, ҫавнашкалах, Вӑл курка илнӗ те ҫапла каланӑ: «Ҫак курка – Манӑн Юнӑмпа ҫирӗплетнӗ Ҫӗнӗ Халал. Ӑна ӗҫнӗ чух кирек хӑҫан та Мана аса илсе ҫак йӑлана тӑвӑр». Кам тивӗҫсӗр ӗҫсе ҫиет, ҫав хӑйне айӑплав илмешкӗн ӗҫсе ҫиет, мӗншӗн тесен вӑл Хуҫамӑрӑн Ӳчӗ ҫинчен шухӑшламасть.
Выбор основного перевода