Выбор основного перевода
Открыть комментарий или сравнить с другим переводом
Выбор книги основного перевода
1 2 3 4 5 6 7 8 9 10 11 12 13
Параллельные места
Ҫапла вара, Ҫӳлти Аҫӑр епле паха, эсир те ҫапла паха пулӑр». Эппин сире ӗҫме-ҫимене тиркеменшӗн е иудейсен уявне, ҫӗнӗ уйӑхне, шӑмат кунне тытса пыманшӑн никам та ан ӳпкелештӗр. Мӗншӗн тесен ҫаксем йӑлтах – килмеллин мӗлки ҫеҫ пулнӑ, килмелли – Христос – халӗ Хӑй кунта. Вӗсем ҫӗр ҫинче сӑваплӑ вырӑнта Турӑшӑн ӗҫлесе тӑраҫҫӗ. Анчах та ҫӗр ҫинчи сӑваплӑ вырӑн тӳперин мӗлки тата ӗлки кӑна. Мӗншӗн тесессӗн чатӑр лартма пуҫласан Турӑ Моисея ҫапла асӑрхаттарнӑ: «Асту, – тенӗ Вӑл, – пӗтӗмпех хӑвна ту ҫинче кӑтартнӑ ӗлке евӗрлӗ ту». Ҫак тӗслӗхре хальхи вӑхӑт та сӑнарланнӑ: нимӗнле ахаль парне те, нимӗнле пусса панӑ парне те Турра пуҫҫапаканӑн чун-чӗрине аталантарса ҫитереймест.
Выбор основного перевода