Выбор основного перевода
Открыть комментарий или сравнить с другим переводом
Выбор книги основного перевода
1 2 3 4 5 6 7 8 9 10 11 12 13
Параллельные места
Вӗсем те Санӑн чӑнлӑхупа тасалччӑр тесе Хама Эпӗ вӗсемшӗн паратӑп. Халӗ вара, Христос Ӳт-пӗвӗ урлӑ, Унӑн вилӗмӗ урлӑ Турӑ сире Хӑйӗнпе ҫураҫтарнӑ. Ҫакна Вӑл сире Хӑйӗн умне сӑваплӑ та таса, айӑпсӑр тӑратасчӗ тесе тунӑ. Унӑн, ытти священниксем евӗр, куллен чи малтан – хӑйӗн ҫылӑхӗшӗн, унтан халӑх ҫылӑхӗшӗн Турра парне кӳмелле мар. Мӗншӗн тесен Вӑл пӗрре Хӑйне Хӑй парнене кӳнӗ. Пире пулас ырӑлӑха паракан Аслӑ священник Христос вара этем аллипе туман, чи паха кӗлӗ чатӑрӗ витӗр Тасаран таса вырӑна кӗнӗ. Вӑл унта качака е пӑру юнне илсе кӗмен, Хӑйӗн Юнне парса пӗрре кӗнӗ. Ӗмӗрлӗх ҫӑлӑнӑҫа Христос пирӗн валли Хӑйӗн Юнӗпе тӳлесе илнӗ.
Выбор основного перевода