Выбор основного перевода
Открыть комментарий или сравнить с другим переводом
Выбор книги основного перевода
К Ефесянам
1 2 3 4 5 6
Параллельные места
Петр ҫӑвар уҫса ҫапла каланӑ: «Турӑ ҫынна кам пулнине кура хакламаннине эпӗ чӑнахах куртӑм. Ятлӑ-сумлӑ ӗненекенсем пирки вара ҫакна каламалла: вӗсем ӗлӗкрех тем тери чаплӑ пулнӑ пулсан та – маншӑн пурпӗрех. Турӑ ҫынна кам пулнине кура хакламасть. Вӗсем, ятлӑ-сумлисем, вӗрентӗвӗм ҫумне урӑх нимӗн те хушма каламарӗҫ. Эй, чурасем! Ҫӗр ҫинчи хуҫӑрсене пур тӗлӗшӗнчен те пӑхӑнӑр. Йӑпӑлтисем пек вӗсене куҫ умӗнче юрас тесе кӑна мар, Турӑран хӑраса, пӗтӗм чӗререн тӑрӑшӑр. Хӑвӑр мӗн тунине йӑлтах ҫыншӑн мар, Хуҫа Турӑшӑн тунӑ пек пӗтӗм чун-чӗререн тӑвӑр. Турӑ сире Хӑйӗн еткерне парасса эсир пӗлетӗр, мӗншӗн тесен Христос Хуҫамӑршӑн тӑрӑшатӑр. Кам та кам усал тӑвать, ӑна хӑйне те усалпа тавӑрса парӗҫ, мӗншӗн тесен Турӑшӑн пур ҫын та пӗрех.
К Ефесянам
1 2 3 4 5 6
Выбор основного перевода