Выбор основного перевода
Открыть комментарий или сравнить с другим переводом
Выбор книги основного перевода
К Ефесянам
1 2 3 4 5 6
Параллельные места
Ҫавӑн хыҫҫӑн Сывлӑш Иисуса шуйттан илӗртӗвӗпе тӗрӗслеме пуш хире ертсе кайнӑ. Унта Иисус хӗрӗх кун та хӗрӗх каҫ типӗ тытнӑ, юлашкинчен Унӑн ҫиесси килнӗ. Хайхи шуйттан, илӗртсе тӗрӗслекен, Ун патне пынӑ та ҫапла каланӑ: «Эсӗ Турӑ Ывӑлӗ пулсан ҫак чулсене ҫӑкӑр пулма хуш». «Ҫырнинче ҫапла каланӑ, – тавӑрнӑ ӑна Иисус, – ҫын ҫӑкӑрпа кӑна пурӑнмасть, Турӑ ҫӑварӗнчен тухакан кашни сӑмахпах пурӑнать». Унтан шуйттан Ӑна Иерусалима илсе кайнӑ та Турӑ Ҫурчӗ тӑррине тӑратса ҫапла каланӑ: «Эсӗ Турӑ Ывӑлӗ пулсан ҫакӑнтан сик. Ҫырнинче каланӑ вӗт-ха: „Турӑ Хӑйӗн ангелӗсене Сана упрама хушӗ, урупа чултан такӑнасран вӗсем Сана алӑ ҫинче ҫӗклесе ҫӳрӗҫ“». Иисус ӑна ҫапла тавӑрнӑ: «„Хӑвӑн Хуҫа Турруна илӗртсе ан тӗрӗсле“, – тесе те ҫырнӑ вӗт». Унтан шуйттан Иисуса питӗ ҫӳллӗ ту ҫине илсе кайнӑ та Ӑна тӗнчери мӗн пур патшалӑхсене, вӗсен чапне-илемне кӑтартнӑ. «Эсӗ мана чӗркуҫленсе пуҫҫапсан ҫаксене йӑлтах Сана паратӑп», – тенӗ Ӑна шуйттан. Вара Иисус ӑна ҫапла хуравланӑ: «Кай Ман патӑмран, шуйттан! Ҫырнинче: „Хуҫа Турруна кӑна пуҫҫап, пӗр Уншӑн анчах ӗҫлесе тӑр“, – тенӗ вӗт». Вара шуйттан Иисус патӗнчен кайнӑ, ҫавӑнтах ангелсем пынӑ та Уншӑн ӗҫлесе тӑма тытӑннӑ. Эпир вара, кун ҫути ачисем пулнӑ май, ӗненӳпе юратулӑхӑн тимӗр тумне тата ҫӑлӑнас шанчӑкӑн шлемне тӑхӑнар, хамӑр ӑс-тӑна ҫухатар мар. Мӗншӗн тесен Турӑ сӑмахӗ чӗрӗлӗхлӗ, ӗҫлӗхлӗ. Вӑл ик енӗ те ҫивӗч хӗҫрен те ҫивӗчрех. Вӑл пирӗн ӑша ҫав тери тарӑн – чун-чӗрепе шӑм-шак таранах – витерет. Турӑ сӑмахӗ чӗрери ӗмӗт-шухӑша та хакласа уйӑрса илет.
К Ефесянам
1 2 3 4 5 6
Выбор основного перевода