Выбор основного перевода
Открыть комментарий или сравнить с другим переводом
Выбор книги основного перевода
К Ефесянам
1 2 3 4 5 6
Параллельные места
Иисус вӗсене ҫапла хуравланӑ: «Мӗншӗн тесен сире Ҫӳлти Патшалӑх вӑрттӑнлӑхӗсене пӗлме тивӗҫ панӑ, вӗсене вара – паман. Эй, Турӑҫӑм, Эсӗ Хӑвӑн Святой Ывӑлу Иисус ячӗпе чирлисене сыватма, паллӑсемпе хӑватсем кӑтартма аллуна Тӑсаканскер, вӗсем пире юнанине курсам. Эй, Турӑҫӑм, Хӑвӑн чурусене Хӑвӑн сӑмахна вӗрентме хӑюлӑх парсам». Ҫавнашкал шанчӑк пуртан эпир уҫҫӑн та хӑюллӑн калаҫатпӑр. Пирвайхи кунран пуҫласа халичченех эсир Ырӑ Хыпар сарас ӗҫе хутшӑнатӑр. Ҫавӑнпа та, сирӗншӗн кӗлтунӑ чухне, яланах савӑнса кӗлтӑватӑп. Эпӗ ҫакна ҫирӗп шанатӑп: ырӑ ҫул ҫине сире Турӑ илсе тухнӑ, ҫав ҫулпах Вӑл сире Иисус Христос кунӗ ҫитичченех уттарӗ. Эсир пурте чӗремре пулнӑран сирӗн ҫинчен урӑхла шухӑшлама та пултараймастӑп. Тӗрмере чухне те, Ырӑ Хыпара хӳтӗлесе ҫирӗплетнӗ чухне те Турӑ мана панӑ пархатара эсир пурте манпа пӗрле пайларӑр. Теприсем, Ырӑ Хыпара хӳтӗлесси манӑн тивӗҫӗм пулнине пӗлнӗрен, юратуллӑ чунпа вӗрентеҫҫӗ. Пирӗншӗн те кӗлтӑвӑр: Турӑ пире Христосӑн вӑрттӑн чӑнлӑхӗ ҫинчен Хӑйӗн сӑмахне вӗрентмешкӗн ҫул уҫса патӑрччӗ. Христос ҫинчен вӗрентнӗшӗн эпӗ тӗрмере ларатӑп та. Ҫавӑнпа та, уйӑрӑлӑва текех чӑтаймасӑр, Афинӑрах юлас терӗмӗр.
К Ефесянам
1 2 3 4 5 6
Выбор основного перевода