Выбор основного перевода
Открыть комментарий или сравнить с другим переводом
Выбор книги основного перевода
1 2 3 4 5
Параллельные места
Ҫырла туман туратӑмсене Вӑл касса пӑрахать. Ҫырла тӑвакан туратсене Вӑл, ҫырли тата нумайрах пултӑр тесе, иртсех, тасатсах тӑрать. Эх, айван! Ӗҫпе ҫирӗплетмен ӗненӳ вилӗ пулнине пӗлессӳ килет-и? Ҫапла ӗнтӗ, чун-чӗмсӗр кӗлетке вилӗ пекех, ӗҫсӗр ӗненӳ те вилӗ. Ҫирӗп ӗненсе кӗлтуни вара чирлӗ ҫынна сыватӗ, Хуҫа Турӑ ӑна ура ҫине тӑратӗ. Ҫав ҫын ҫылӑха кӗнӗ пулсан, ҫылӑхӗсем каҫарӑнӗҫ. Манӑн пророк пултарулӑхӗ пур пулсан та, пӗтӗм вӑрттӑнлӑхпа пӗлӗве ӑнкаратӑп пулсан та, тусене вырӑнтан куҫармалӑх ҫирӗп ӗненӳллӗ пулсан та, хам юратулӑхсӑр пулсан, эппин эпӗ ним тӗшне те тӑмастӑп. Мӗншӗн тесен Христос Иисусӗпе пӗр пулсан, ӳт кастарнипе кастарманни ниме те пӗлтермест. Чи кирли вара – юратулӑхра палӑракан ӗненӳ.
Выбор основного перевода