Выбор основного перевода
Открыть комментарий или сравнить с другим переводом
Выбор книги основного перевода
1 2 3 4 5
Параллельные места
«Мана: „Эй, Хуҫамӑр, эй, Хуҫамӑр!“ – тесе калакан кашни ҫынах Ҫӳлти Патшалӑха кӗреймӗ. Унта Ҫӳлти Аттемӗн ирӗкне пурнӑҫлакан кӑна кӗрӗ. Манӑн ҫак сӑмахсене итлесе, вӗсене пурнӑҫламан кашни ҫыннах хӑйӗн ҫуртне хӑйӑр ҫине лартнӑ ӑссӑр ҫын евӗрлӗ. „Каяс килмест“, – тенӗ ывӑлӗ. Анчах та тепӗртакран, ӳкӗнсе, ӗҫлеме кайнӑ. Сӑмаха итлекенсем ҫеҫ ан пулӑр, вӗсем хӑйсене хӑйсем улталаҫҫӗ кӑна. Эсир вара ҫав сӑмаха пурнӑҫлакансем пулӑр. Мӗншӗн тесен сӑмаха итлекен, анчах сӑмах хушнӑ пек туман ҫын тӗкӗр ҫинче хӑйӗн сӑнне тинкерекен евӗр. Вӑл хӑйне тӗкӗр ҫинче курать, анчах та тӗкӗр умӗнчен кайнӑ-кайман хӑй сӑнне манса каять. Кам та кам Туррӑн паха саккунне, ирӗклӗх саккунне ӑша хывса пурнӑҫлать, ҫав хӑйӗн ӗҫ-пуҫӗнче телейлӗ пулӗ. Вӑл илтнине манакан мар, Турӑ сӑмахӗ хушнине туса тӑракан. Капла эпир саккуна ӗненӳпе пӑрахӑҫламастпӑр-и? Паллах, ҫук. Эпир саккуна ӗненӳпе ҫирӗплететпӗр. Вӗсем Турра пӗлетпӗр теҫҫӗ, анчах ӗҫӗсемпе Турра хирӗҫлеҫҫӗ. Вӗсем киревсӗр, итлемеҫҫӗ, нимӗнле ырӑ ӗҫ те тума пултараймаҫҫӗ. Ҫак сӑмахсем тӗрӗс. Турра ӗненекенсем ырӑ ӗҫ тума ӑнтӑлччӑр тесе, ман сана ҫак сӑмахсене ҫине-ҫинех калама ыйтассӑм килет. Ырӑ ӗҫ туни этемшӗн аван, усӑллӑ. Усси пултӑр тесен, хамӑр ҫынсем те кулленхи пурӑнӑҫра ырӑ тума, пӗр-пӗрне пулӑшма вӗренччӗр.
Выбор основного перевода