Выбор основного перевода
Открыть комментарий или сравнить с другим переводом
Выбор книги основного перевода
1 2 3 4 5
Параллельные места
Хӗрхенме пӗлекенсем телейлӗ, вӗсене те хӗрхенӗҫ. Чура ун сӑмахӗсене итлесшӗн те пулман, парӑмне тӳлесе татиччен ӑна тӗрмене тытса хуптарнӑ. Патша вара хайхи чурана чӗнтерсе ҫапла каланӑ: „Эй, усал чура! Эсӗ мана тархасларӑн та, эпӗ санӑн пӗтӗм парӑмна каҫартӑм. Эп сана каҫарнӑ пекех санӑн та юлташна каҫармалла марччӗ-и вара?“ Ҫилли тулса ҫитнипе патша ҫав чурана асаплантаракансен аллине панӑ та пӗтӗм парӑмне тӳлесе татичченех тертлентерме хушнӑ. Ҫылӑха кӗнӗ тӑванӑрсене чӗререн каҫармасан Ҫӳлти Аттем те сирӗнпе ҫаплах тӑвӗ». „Чӑн калатӑп сире, – тейӗ вара Вӑл, – эсир Манӑн ҫак кӗҫӗн тӑванӑмсенчен пӗрне ырӑ туманни Мана ырӑ туманнипе пӗрех“. Кусем вара ӗмӗрлӗх асапа кайӗҫ, сӑваплисем ӗмӗрлӗх пурӑнӑҫа кӗрӗҫ».
Выбор основного перевода