Ҫавӑнпа Самари ҫыннисем, Иисус патне пырсан, Ӑна пӗр вӑхӑт хӑйсем патӗнче юлма ыйтнӑ. Вӑл вара унта икӗ кун пурӑннӑ.
Унӑн Хӑйӗн сӑмахӗсене илтсен ӗненекенсем татах нумайланнӑ.
Вара вӗсем ҫав хӗрарӑма каланӑ: «Эпир ӗнтӗ сан сӑмаху тӑрӑх кӑна ӗненместпӗр. Вӑл чӑнах тӗнчене Ҫӑлакан, Христос иккенне хамӑр илтсе пӗлтӗмӗр».