Выбор основного перевода
Открыть комментарий или сравнить с другим переводом
Выбор книги основного перевода
Параллельные места
Ӗнтӗ кайӑр та Ашшӗн, Ывӑлӗн, Святой Сывлӑшӑн ячӗпе шыва кӗртсе мӗн пур халӑхсене ӳкӗтлесе вӗрентӗр. Асапланса вилнӗ хыҫҫӑн Вӑл вӗренекенӗсене хӗрӗх кун хушши курӑннӑ, Хӑй чӗррине нумай хутчен ҫирӗплетнӗ, Турӑ Патшалӑхӗ ҫинчен кала-кала кӑтартнӑ. Вара Петр вӗсене ҫапла каланӑ: «Ӳкӗнӗр, ҫылӑх каҫарттарма сирӗнтен кашниех Иисус Христос ячӗпе тӗне кӗтӗр. Вара Святой Сывлӑш тивлетне илейӗр. Ҫапла ӗнтӗ, тӑван ҫыннӑмӑрсем, ҫакна пӗлсе тӑрӑр: ҫылӑх каҫарӑнасси ҫинчен эпир сире Христос ячӗпе пӗлтеретпӗр. Мӗнле айӑпшӑн Моисей саккунӗпе тӳрре тухаймарӑр, кашни ӗненекен ҫавсемшӗн пуриншӗн те Иисус урлӑ тӳрре тухаять. Павел пӗр хӑрамасӑрах синагогӑра виҫӗ уйӑх ӳкӗтлесе вӗрентнӗ. Вӑл ҫынсене Турӑ Патшалӑхӗ ҫинчен питӗ ӗнентермелле кала-кала кӑтартнӑ.
Выбор основного перевода