Выбор основного перевода
Открыть комментарий или сравнить с другим переводом
Выбор книги основного перевода
Параллельные места
Унтан ӑна хуларан илсе тухнӑ та чулпа пере-пере вӗлере пуҫланӑ. Айӑп кӑтартакансем хӑйсен ҫиелти тумтирӗсене Савл ятлӑ ҫамрӑк ури умне хывса хунӑ та Хуҫамӑрӑн вӗренекенӗсене чун-чӗререн курайманнипе, вӗлерме те хатӗр пулнипе Савл аслӑ священник патне пынӑ. Иисус вӗрентӗвӗ хыҫҫӑн каякансене эпӗ хам та вӗлересле хӗсӗрлерӗм; арҫынӗсене те, хӗрарӑмӗсене те тытса ҫыхса тӗрмене хуптартӑм. Иерусалимра эпӗ ҫав ӗҫе туса пурӑнтӑм та: аслӑ священниксем панӑ ирӗкпе усӑ курса нумай ӗненекене тӗрмене хуптартӑм, вӗсене вӗлернӗ чухне те эпӗ вӗлерекенсем майлӑ пултӑм. Эпӗ вӗсене синагогӑран синагогӑна ҫӳресе асаплантараттӑм, Иисуса хурлама ирӗксӗрлеттӗм. Ӗненекенсем ҫине ҫиллӗм тулса ҫитнипе эпӗ вӗсене ытти хуласене кайса та хӗсӗрлеттӗм. Туррӑн чиркӗвне хӗсӗрленӗрен эпӗ хама апостолсенчен чи хисепсӗрри, апостол ятне те тивӗҫсӗрри тесе шутлатӑп. Эпӗ иудей тӗнне тытса тӑнӑ чухне еплерех пурӑнни ҫинчен эсир илтнӗ ӗнтӗ: эпӗ, Туррӑн Чиркӗвне пӗтерес тесе, ӗненекенсене хаяррӑн хӗсӗрлеттӗм. тӑрӑшнӑ тӑрӑх – Турӑ Чиркӗвне хӗсӗрлекен, саккун тӳрӗлӗхӗ тӑрӑх – тасаскер. Эпӗ малтан Христоса ӗненекенсене хурлаттӑм, хӗсӗрлеттӗм, кӳрентереттӗм. Анчах та эпӗ пӗлменрен, ӗненменрен ҫапла хӑтланнӑ пирки Турӑ мана хӗрхенчӗ.
Выбор основного перевода