Выбор основного перевода
Открыть комментарий или сравнить с другим переводом
Выбор книги основного перевода
Параллельные места
Унтан Вӑл халӑха ҫерем ҫине ларма хушнӑ, Хӑй пилӗк ҫӑкӑрпа икӗ пулла илсе ҫӳлелле пӑхнӑ та Турра тав тунӑ. Вара Иисус ҫӑкӑрсене хуҫа-хуҫа вӗренекенӗсене тыттарнӑ, лешсем ҫӑкӑр татӑкӗсене халӑха валеҫсе панӑ. Унтан ҫав ҫичӗ ҫӑкӑрпа пулла илсе Турра тав тунӑ та вӗренекенӗсене хуҫа-хуҫа тыттарнӑ, вӗренекенӗсем халӑха валеҫсе панӑ. Вара Иисус халӑха ҫерем ҫине ларма хушнӑ. Унтан ҫав ҫичӗ ҫӑкӑра илсе Турра тав тунӑ та халӑха валеҫме вӗренекенӗсене хуҫа-хуҫа панӑ, лешсем вара валеҫнӗ. Вӑл тата ҫӑкӑр илсе Турра тав тунӑ та, вӗренекенӗсене хуҫа-хуҫа парса, каланӑ: «Ҫакӑ – сирӗншӗн паракан Манӑн Ӳтӗм. Малашне те Мана аса илсе ҫак йӑлана тӑвӑр». Иисус хайхи ҫӑкӑрсене илсе Турра тав тунӑ та вӗренекенӗсене тыттарнӑ, лешсем ларакан халӑха валеҫсе панӑ. Пулла та ҫавнашкалах валеҫнӗ. Кама мӗн чухлӗ кирлӗ, ҫавӑн чухлех илнӗ. Ҫак йӑлана эпӗ Хуҫамӑртан Хӑйӗнчен вӗрентӗм, кайран сире вӗрентрӗм. Хӑйне сутнӑ каҫ Иисус Хуҫамӑр ҫӑкӑр илнӗ те, Турра тав туса, ҫӑкӑра хуҫнӑ. Унтан Вӑл ҫапла каланӑ: «Илӗр, ҫийӗр, ҫакӑ – сирӗншӗн хуҫӑлакан Манӑн Ӳт-пӗвӗм. Малашне те Мана аса илсе ҫак йӑлана тӑвӑр». Вӗсем мӑшӑрланма, хӑш-пӗр апат-ҫимӗҫе ҫиме чарӗҫ. Анчах та ӗненекенсем, чӑнлӑха пӗлекенсем тав туса ҫиччӗр тесе пур апат-ҫимӗҫе те Турӑ пултарнӑ-ҫке-ха. Турӑ пултарни вара йӑлтах лайӑх, тав туса йышӑнсассӑн йӑлтах аван,
Выбор основного перевода