Выбор основного перевода
Открыть комментарий или сравнить с другим переводом
Выбор книги основного перевода
Параллельные места
Книда эпир темиҫе кунран кӑна, аран-аран ҫиткелерӗмӗр. Майлӑ ҫил пулман пирки пире Крит утравӗн хӳттипе Салмон сӑмсахӗ тӗлӗнчен ишсе пыма лекрӗ. «Эй, халӑх! Малалла ишме питӗ йывӑр пуласса эпӗ пӗлетӗп. Тиенӗ япаласемпе карапа ҫеҫ мар, хамӑра та пысӑк инкек кӗтме пултарать», – терӗ вӑл. Ку чарӑну хӗл каҫма юрӑхсӑр пулнӑ пирки ытларахӑшӗ малалла ишме сӗнчӗҫ, ҫитме май пулсан Финикра хӗл каҫас терӗҫ. Крит утравӗ ҫумӗнчи ҫак чарӑну кӑнтӑр-хӗвел анӑҫӗнчен тата ҫурҫӗр-хӗвел анӑҫӗнчен вӗрекен ҫил ҫинче ларать. Кӑнтӑр енчен ҫил вӗре пуҫласан тин матроссем, кӗтни аранах ҫитрӗ тесе, ҫула тухрӗҫ те Крит ҫыранӗ ҫумӗпе ишсе пычӗҫ.
Выбор основного перевода