Выбор основного перевода
Открыть комментарий или сравнить с другим переводом
Выбор книги основного перевода
Параллельные места
«Эй, халӑх! Малалла ишме питӗ йывӑр пуласса эпӗ пӗлетӗп. Тиенӗ япаласемпе карапа ҫеҫ мар, хамӑра та пысӑк инкек кӗтме пултарать», – терӗ вӑл. Ҫавӑнпа та, арҫын пек пулса, хастарланӑр! Йӑлтах Турӑ каланӑ пек пуласса эпӗ ӗненетӗп. Вӑл каланӑ тӑрӑх, Ҫӗрпӳпе салтаксене Павел ҫапла каларӗ: «Кусем карап ҫинчех юлмасан, эсир ҫӑлӑнаймӑр». Тинех ҫынсен кӑмӑлӗсем ҫӗкленчӗҫ, вара пурте апатланчӗҫ. Вӑл пире тӗрлӗ хӗн-хурта лӑплантарать. Турӑ панӑ ҫав лӑплантарупа эпир те хӗн-хур куракансене лӑплантарма пултаратпӑр. Ҫавӑнпа та пире темӗн чухлӗ таптасан та аркатаймаҫҫӗ. Тӳсме ҫук йывӑрлӑхра та эпир шанчӑка ҫухатмастпӑр. Пире хӗсӗрлеҫҫӗ, анчах Турӑ пӑрахмасть. Пире ураран ӳкереҫҫӗ, анчах пӗтереймеҫҫӗ.
Выбор основного перевода