Выбор основного перевода
Открыть комментарий или сравнить с другим переводом
Выбор книги основного перевода
Параллельные места
Ҫавӑн чухне Антиохипе Иконирен хӑш-пӗр иудейсем пынӑ. Апостолсем хӑюллӑн вӗрентнине курсан, вӗсем халӑха: «Кусем чӑн сӑмах каламаҫҫӗ, суяҫҫӗ кӑна!» – тесе вӗсенчен пӑрӑнма ӳкӗте кӗртнӗ. Ҫапла каласа хӗтӗртсе янӑ халӑх Павела чулпа пере-пере пӗтернӗ. Унтан, чунӗ тухрӗ пулмалла тесе, ӑна хула тулашне кӑларса пӑрахнӑ. Ӳкӗтӗм, пурӑнӑҫӑм, тӗллевӗм, ӗненӗвӗм, чӑтӑмлӑхӑм, юратулӑхӑм, ҫирӗплӗхӗм, терт-асапӑм – ҫаксем пурте саншӑн тӗслӗх. Антиохипе Иконире тата Листрӑра мана ӗненӳшӗн мӗнле хӗн-хур, терт-асап кӑтартнине эсӗ пӗлетӗн. Ҫав хӗн-хура эпӗ тӳссе ирттертӗм. Хуҫа Турӑ мана хӑтарса хӑварчӗ.
Выбор основного перевода